Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Инҫе ҫула, ай, кӗскетсе... - Людмила Семенова

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Инҫе ҫула, ай, кӗскетсе
Атте ялне эп ҫитрӗм.
Тӑвансене курас тесе
Пичче килне эп кӗтӗм.
Ача чухне аппа мана
Чӗрҫи ҫине лартатчӗ.
Кичем чухне пичче мана
Куҫран шӑлса лӑпкатчӗ.

Ача чухне аппа мана
Чӗрҫи ҫине лартатчӗ.
Кичем чухне пичче мана
Куҫран шӑлса лӑпкатчӗ.


Качча кайсан манчӗҫ пулас -
Аппа ҫыру ҫырмарӗ.
Тӑлӑх турат пултӑм пулас -
Пичче хыпар ямарӗ.
Ӑру ятне, ай, ҫӗклеме
Турри телей памарӗ
Йывӑр чухне ? хут аттепе ?
Ҫумра тӑван пулмарӗ

Йӑмӑк начар, ай, теесе
Пуҫа усса ан ларӑр.
Чӗнмесӗрех килчӗ тесе
Мана ытла ан ятлӑр.
Ӑш ҫуннине чарас тесе
Юр пуҫласа юрларӑм.
Мана тӑван, ай, тесе
Хӑвӑр ҫумма лартсамӑр.

Ӑш ҫуннине чарас тесе
Юр пуҫласа юрларӑм.
Мана тӑван, ай, тесе
Хӑвӑр ҫумма лартсамӑр.

Чӑваш эстради < Чӑвашла юрӑсен лирики < Людмила Семенова



Тулли верси :: Статья каҫми